Шӑматкун, ҫӗртмен пӗрремӗш кунхине Николаев урамӗпе Республика тӳременчи обществӑлла транспорт чарӑнӑвӗсенче ятарлӑ электрон хӑмине вырнаҫтарнӑ пулнӑ. Асӑннӑ хӑма ҫинче маршрут номерӗ тата кирлӗ чарӑнура транспорт хӑш вӑхӑтран ҫитессине палӑртнӑ.
Таблона лартнӑ компани ятарлӑ хӑмасене вырнаҫтарнӑ ӗҫе вӗҫне ҫитерменни ҫинчен пӗлтерет. «Хӑма ятне чӑвашла ҫырма маннӑ пулинех, халь йӑнӑша юсаҫҫӗ», — тесе ӗмӗтленме ҫеҫ юлать мӑнтарӑн чӑваш халӑхӗн. Михаил Игнатьев __/news/2977.html_хулана чӑвашлататпӑр__ тесе шантарни кӑлӑхах пулас.
Чӑваш телекоммуникаци компани ӗҫченӗсем каланӑ тӑрӑх хальхи вӑхӑтра ку таблосен ӗҫне тӗрӗслеҫҫӗ ҫеҫ-ха имӗш. Чӑннипе хӑйсен ӗҫне вара каярах кӳленӗҫ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |