Нарӑс уйӑхӗнче «Наци суйланӑ Раҫҫей хули» ятпа Тӗнче тетелӗнче суйлав-ӑмӑрту тапраннӑ пулнӑ. Суйлав тӗллевӗ Раҫҫейре чи иллӗртӳллӗ тепаллӑ хула ятне пӗлесси.
Конкурс пуҫланнӑранпах ҫынсем Шупашкар хулишӗн сасӑлама тытӑннӑ. Паянхи кун республика тӗп хули малти вырӑнсенче пырать, уншӑн 86 646 ҫын сасӑланӑ.
Иккӗмӗш вырӑнта Красноярск хули. Асӑннӑ хулапа Шупашкар хулине 20 869 сасӑ уйӑрса тӑрать. Виҫҫӗмӗш вырӑнта вара — Майкоп хули, уншӑн 61 128 ҫын сасӑланӑ.
Суйлав пӗтӗмлетӗвӗ раштавӑн 30-мӗшӗнче кӑна паллӑ пулӗ, ҫавӑнпа та паянхи кӑтарту вӑл вӑхӑтлӑха ҫеҫ теме пулать. Шупашкар хулишӗн __http://xn----etbdra6aacodma.xn--p1ai/_«Наци суйланӑ Раҫҫей хули»__ (выр. «Город России — национальный выбор») сайта кӗрсе сасӑлама пулать.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |