Ҫак уйӑхра Тутар Республикинче харӑсах темиҫе районта чӑваш уявӗсем иртмелле. Кун пирки асӑннӑ тӑрӑхри ентешӗмӗрсен __http://suvar.su_«Сувар»__ хаҫачӗ халӑх тетелӗсенчен пӗринче хыпарланӑ.
Ҫак вырсарникун, ҫӗртмен 23-мӗшӗнче, __Павлӑ районӗнче__ Ҫимӗк уявне палӑртӗҫ. Тепӗр 5 кунтан, 28-мӗшӗнче, __Аксу районӗнчи__ __Сӗнчелӗнче__ авалхи праҫниксенчен пӗрне — Уяв — йӗркелӗҫ. Тепӗр кунхине __Элмет районӗнчи__ __Суркинӑра__ __Учук__ фестивалӗ иртмелле. Ҫав кунах __Пӑва районӗнчи__ __Пӳркелӗнче__ те ҫынсене савӑнӑҫлӑ мероприяти — Хӑят уявӗ — пухӗ. Уйӑхӑн юлашки кунӗнче вара __Нӑрлатра__ Уяв иртӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |