Паян __Хӗрлӗ Чутай районӗнчи__ __Шуля__ ялӗнчи клуб хыпса илнӗ. Инкек пирки пушарнӑйсем патне хыпар ирхи 8 сехет те 40 минутра ҫитнӗ. Вырӑнти культура учрежденийӗ 15 метр сарлакӑш, 30 метр тӑршшӗ йывӑҫ ҫуртра вырнаҫнӑ пулнӑ иккен.
Ҫулӑмпа кӗрешекенсем «хӗрлӗ автана» ытлашши алхасма ирӗк паман — вутра клуб ҫивиттийӗ ҫуннӑ. Ҫулӑма сӳнтернӗ ҫӗрте 67 ҫын тӑрмашнӑ. Яваплӑ ҫак ӗҫе 25 техникӑна явӑҫтарнӑ.
Сӑмах май, ҫӗртмен 9-мӗшӗнче __Вӑрнар районӗнчи__ __Шӗнер Ишек__ ял клубӗ ҫуннӑччӗ. Унта ҫулӑм ҫурҫӗр иртсен алхасма тытӑннӑ — усал хыпар пушарнӑйсен диспетчер службине ҫурҫӗр иртни 44 минутар ҫитнӗ. Ҫулӑмпа 4 единица техника кӗрешнӗ. Анчах ҫурта ҫӑлса хӑварма май килмен.
Ик тӗслӗхре те пушар сӑлтавне палӑртассипе специалистсем ӗҫлени пирки хыпарланӑччӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |