Кӗҫнерникун, ҫӗртмен 13-мӗшӗнче 16:00 сехет тӗлнелле Чернышевский урамӗнчи 18 тата 14 ҫуртсем хушшинче ҫул ҫинче пӑтӑрмах сиксе тухнӑ пулнӑ. Ҫул хӗрринче ларакан «Мазда 3» маркаллӑ урапана (выр.машина) паллӑ мар машина хыҫалтан пырса ҫапнӑ пулнӑ. Ҫак ӗҫ-пуҫа сӑнанӑ ҫынсен сӑмахне ӗненсен асӑннӑ аварире айӑпли хура тӗслӗ «Лада Калина» урапапа пулнӑ. Машина пырса тӑрӑннӑ хыҫҫӑн «Лада Калина» вырӑнтан тарнӑ пулать. Унӑн та машини «сусӑрланнӑ», бамперӑн пысӑк пайӗ пӑтӑрмах вырӑнӗнчех выртса юлнӑ.
Инкеке лекнӗ Мазда 3 урапа хуҫи айӑплӑ шофера шырама пикеннӗ. Халӑх тетелӗнче, урамри ҫутӑ юписем ҫинче пӗлтерӳсем ҫакса тухнӑ — ҫӗртмен 16-мӗшӗнче ҫӳхалнӑ машин номерне пӗлме пултарнӑ. Урапи вара __Чӑваш наци конгресӗнче__ шутланса тӑрать иккен.
Вӑхӑтлӑха ертӳҫӗ ӗҫне пурнӑҫлакан Валерий Клементьевран ыйтсан хурав ҫапларах пулнӑ тет:
— Паянхи куна конгресс ертӳҫи чирлет. Асӑннӑ машин чӑн та пирӗн организацинче шутланать, Анчах та пирӗн гараж ҫук та вӑл урапана эпӗ курман-ха.
Хальхи вӑхӑтра ЧНК машинин рулӗ умӗнче кам ҫынни ларнине тӗпчеҫҫӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |