Паян __Ҫимӗк__ эрни пуҫланчӗ. Ытларах пайӗпе Ҫимӗке хальхи вӑхӑтра шӑматкунпа вырсарникун ирттереҫҫӗ пулин те, кӗҫнерникун пухӑнакан вырӑнсем те республикӑра сахал мар. Ку уйрӑмах кивӗ ҫӑва-масарсенче анлӑ сарӑлнӑ.
**__Ҫимӗк__** — ӗлӗкхи чӑваш уявӗ. Ҫимӗк вӑл савӑнӑҫ, ҫамрӑклӑх, юрату уявӗ пулнӑ. Хальхи вӑхӑтра халӑх ваттисене асӑнма ҫеҫ ҫӳрет пулсан ӗлӗкрех вара ку уявра халӑх савӑннӑ, юрланӑ — ешерекен, чечекленекен ҫанталӑкпа киленнӗ. Леш тӗнчене ӑсаннисем те чӗррисем патне ҫак кун килнӗ пулать — ҫавӑнпа та вӗсене апат-ҫимӗҫпе сӑйлас йӑла халӗ те упранса юлнӑ ӗнтӗ (православи тӗнӗ ӑна «родительская суббота» тума тӑрӑшать пулин те). Ҫимӗк кун хальхи вӑхӑтра ирхине мунча хутса кӗреҫҫӗ — ҫитмӗл те ҫичӗ курӑк шывӗпе ҫӑвӑнаҫҫӗ (пирӗн тӑрӑхра — ҫичӗ курӑк шывӗпе). Курӑкне татаймасан та милӗкне те пулин ҫӗннине кайса хуҫса килеҫҫӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |