Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +23.3 °C
Ялта ял пек пулмалла, ҫынра ҫын пек пулмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Шыв ҫукки ку ялта пурӑнакансене 20 ҫул нушалантарать имӗш. Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче шыв турулне юнашар яла куҫарса кайнӑранпа ҫакӑн пек асапланаҫҫӗ иккен __Муркаш районӗнчи__ __Ҫӗнӗ Матьӑк__ ялӗнче пурӑнакансем. Ҫӗнӗ Матьӑк __Йӳҫкасси ял тӑрӑхне__ кӗрет. «Ҫӑлтан шыв йӑтакан урӑх ял ҫук та пирӗн тӑрӑхра», — теҫҫӗ иккен унта пурӑнакансем.

Юрать-ха, ҫӑл пур. Пӗтӗмпе виҫҫӗ таранах. Анчах ҫынсем шӑрӑх кунсене шикленсе кӗтеҫҫӗ иккен. Ун пек чухне вӑл типет имӗш. Витре йӑтса ҫырмана утма пулать-ха. Вӑл шывпа пахча ҫимӗҫе, выльӑха шӑварма аван. Анчах ӗҫме юрӑхлӑ мар. «Эп хам каяймастӑп. Мана ачасем кисле йӑтса парса хӑвараҫҫӗ те… Ҫакӑнта колонка пулсан ҫуршар витрен е куркапа та пулин йӑтӑттӑм», — тет-мӗн ялти кинемейсенчен пӗри Мария Сергеева. Ҫӑлти шыв типсен тӑрӑ шыв патне ял ҫыннисем хӑйсемпе кӳршӗллӗ яла куҫарса кайнӑ башня патне каяҫҫӗ иккен. Паллах, пурте мар. Машинӑллисем кӑна. Ара, кӗвентепе инҫетрен йӑтса ҫитереймӗн. Машина ҫуккисем, анчах вӑй-хал пуртараххисем урапа ҫине 40 литр кӗрекен битон лартса шыв сӗтӗреҫҫӗ иккен. Маларах асӑннӑ Мария Сергеева пеккисен вара хальлӗхе ывӑл-хӗрӗ килсе шыв кӳрсе хӑварасса кӗтсе ларасси кӑна юлать…

Шыв нуши пирки вырӑнти ял тӑрӑхӗпе калаҫнӑ-мӗн. «Пире вӗсем шантараҫҫӗ кӑна», — пӑшӑрханса пӗлтереҫҫӗ ял ҫыннисем.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере финанс лару-тӑрӑвӗ ҫирӗпех мар. Укҫӑра перекетлӗр. Харпӑр хутшӑнура тата профессире йывӑрлӑхсем сиксе тухаҫҫӗ. Тен, юратнӑ япала ҫухалӗ. Эрне вӗҫне йӑлтах йӗркене кӗрӗ. Ырӑ ҫынсем пулӑшнипе ӑна шыраса тупатӑр. Юратнӑ ҫынпа пӗр-пӗрне ӑнланатӑр, ӑна шанатӑр. Специалистах мар ҫынсен канашне итлеме ан тӑрӑшӑр.

Ака, 20

1874
151
Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ.
1983
42
Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын