Паян Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи пуҫланнӑ кун. Унтанпа сахал мар шыв-шур юхса иртнӗ пулин те унӑн суранне теприсем паянхи пекех астӑваҫҫӗ. Уйрӑмах — ашшӗсемсӗр ӳснӗ вӑрҫӑ ачисем. Пин-пин ҫемьене ҫухату илсе килнӗ ҫав хурлӑхлӑ куна асӑнса __Шупашкарти__ «Ҫӗнтерӳ» мемориал комплексӗнчи Мухтав Монуменчӗ умне республика ертӳҫисем чечек хунӑ.
Вӑрҫӑра пуҫ хунисене сума сунине, вӗсене асра тытнине палӑртакан мероприятие республика Элтеперӗ __Михаил Игнатьев__, Раҫҫей Патшалӑх Думин финанс рынокӗ енӗпе ӗҫлекен комитечӗн председателӗн ҫумӗ Руслан Тихонов, ЧР Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Юрий Попов, ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ — республика Элтеперӗн Администраци ертӳҫи Александр Иванов, федерацин Чӑваш Енри тӗп инспекторӗ Геннадий Федоров тата ыттисем хутшӑннӑ.
Сӑмах май, унччен вара ирхи тӑватӑ сехетре ҫамрӑксем пухӑннӑ. Вӗсем «Эпир астӑватпӑр...» ҫамрӑксен акцине ирттернӗ. Яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ асӑну ҫурти ҫутнӑ, йывӑҫ тураттисем ҫине Георгий хӑйӑвӗсем ҫакнӑ.
__http://www.cap.ru/info.aspx?gov%5fid=49&id=2554766&type=news_**Сӑнсем**__ (15)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |