**__Штанашри__ (__Хӗрлӗ Чутай районӗ__) 9 ҫул вӗренмелли шкулта кӑҫал ултӑ вӗренекене лайӑх паллӑсемпе вӗҫленӗ ятпа алла пӗрремӗш вӗренӳ хутне — аттестата — алла пачӗҫ.**
Ирина Сатлайкинӑн аттестатӗнче йӑлтах «пиллӗксем», Николай Софроновӑн, Ксения Семеновӑн, Наталия Соловьевӑн, Алевтина Конновӑн — «тӑваттӑсемпе» «пиллӗксем». Шкул директорӗ Вера Парикова тӑрӑшса вӗреннӗ ачасене хисеп хучӗ парса чысларӗ. Шкул пӗтерекенсене Марина Парикова завуч, вӗрентекенсем, ашшӗ-амӑшӗ тата класс ертӳҫи Галина Зотова саламларӗҫ.
Галина Зотова ачасен ашшӗ-амӑшне ачасене тата хӑйне куллен пулӑшса пынӑшӑн, вӗсене тӗрӗс воспитани панӑшӑн чунтан тав турӗ, шкул коллективӗ ячӗпе Тав хучӗсем парса чысларӗ: «~~Класри ачасемпе чунтанах мухтанатӑп. Вӗсем ҫак ҫулсенче шкул чысне район тата республика, ҫӗршыв шайӗнче яланах ҫӳллӗ шайра тытса пычӗҫ, предмет олимпиадисенче, республикӑра ирттернӗ тӗрлӗ викторинӑсемпе конкурссенче хутшӑнса палӑрчӗҫ. Ирина Сатлайкина, Аля Коннова, Наташа Соловьева, Коля Софронов — спортсменсем, Катя Ильина, Наташа Соловьева, Аля Коннова, Ксюша Семенова — юрӑпа ташӑ ӑстисем, класӗпех — ҫыравҫӑсем, пурте яланах чӑваш сайчӗ ирттернӗ фантастика конкурсне хутшӑнса, нумайӑшӗ Хисеп хучӗсене, хаклӑ парнесене тивӗҫсе. Вӗсен ӗҫӗсем виҫӗ кӗнекере Николай Плотников тата Галина Зотова кӑларнӑ кӗнекесенче темиҫе хутчен те кун ҫути курса, чӑваш сайчӗн ертӳҫи кӑларма хатӗрлекен тепӗр кӗнекере каллех Катя Ильинапа Наташа Соловьевӑн хайлавӗсем кун ҫути курмалла~~».
Телейлӗ ҫул сире, шкул пӗтерекенсем!
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |