Ҫӗртмен 25-мӗшӗнче, ыран, Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче Анатолий Никитин композитор хӑйӗн ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвӗ — 65 ҫул тултарнӑ май юбилей каҫӗ пулӗ.
Программа икӗ пайран тӑрӗ: пӗрремӗш пайра академиллӗ хайлавсем пулӗҫ (вӗсенчен пӗри — «Сказания о суварах» симфониллӗ поэма), иккӗмӗш пайра халӑхра анлӑ сарӑлнӑ тата ҫӗнӗ юрӑсем янӑрӗҫ.
__Никитин Анатолий Никитич__ 1948 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗнче __Вӑрнар районне__ кӗрекен __Хирпуҫ__ ялӗнче ҫуралнӑ. Пултарулӑхӗнче ҫак паллӑ самантсене асӑнма пулать: 1971–1980 ҫҫ. вӑл Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче баянҫӑ-концертмейстер вырӑнӗнче ӗҫленӗ, каярах «Ҫавал» фольклор ансамблӗн пултарулӑх ертӳҫи пулнӑ. 1992 ҫултанпа Никитин — «Салют» культура керменӗ ҫумӗнчи «Янташ» чӑваш юррисен ушкӑнӗн хорместерӗ. Пӗлтӗр ҫак ансамбле йӗркеленӗренпе 20 ҫул ҫитнине анлӑ палӑртрӗҫ. Ансамбль артисчӗсене час-часах республикӑри сценӑсем ҫинче те, кӳршӗллӗ тӑрӑхрисенче те курма пулать.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |