Виҫӗм кун каҫ __Шупашкарта__ __/news/3179.html_«Театр каҫӗ»__ акци иртмеллеччӗ. Кун пирки эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Анчах республикӑра халиччен пулман мероприятие курса савӑнма май килмерӗ. Хӑшӗсем каланӑ тӑрӑх, урамри спектакле пӑхас тесе пӗр вырӑнтан тепӗр ҫӗре ҫитнӗ иккен, анчах ҫӳрени кӑлӑхах пулнӑ. Ҫил-тӑвӑл тухасси пирки асӑрхаттарнӑран йӗркелӳҫӗсем ӑна ҫав каҫ ирттерес мар тесе йышӑннӑ-мӗн. Чӑваш патшалӑх драмӑн сӑнавлӑ театрӗ ҫеҫ вӑл каҫ малтан палӑртнине пурнӑҫа кӗртнӗ — куракансене «Ха-ха по-черному» шоу кӑтратнӑ.
Республикӑн Культура министерстви хыпарланӑ тӑрӑх, «Театр каҫӗ» акцие ытти театрсем __Шупашкар__ хулин кунӗнче йӗркелӗҫ. Аса илтеретпӗр, Вырӑс драма театрӗ «Мир Луксор» кинотеатр умӗнчи лаптӑкра «Театр тӗнчи» театрализациленӗ композиципе савӑнтарӗ. Хӗрлӗ тӳремре вара Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ «Кӗмӗл тумлӑ ҫар» спектакль сыпӑкне курма йыхравлать. Шупашкрати Суту-илӳ ҫурчӗ умӗнчи лапама Константин Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем пухӑнӗҫ. Шупашкарта пурӑнакансемпе хула хӑнисене вӗсем «Сана юратса, тӑван ен» музыкӑпа сцена композицийӗ хатӗрленӗ. Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ «Лебединое озеро» балет сценисемпе паллаштарӗ. Балета юратакансен асӑннӑ театр умне пухӑнмалла.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |