Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Пӑчӑрӑн пырши тухсан та виҫӗ кун пурнасшӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

«Лӑпкӑ халӑх пултӑр паттӑр, Вӑл йӑваш — йӑвашлӑх ҫӗттӗр!» — ҫапла чӗнсе каланӑ пире __Ҫеҫпӗл Мишши__ __«Тинӗс»__ сӑвӑра. Тахҫан-авал йӑваш чӑваш та йӑвантарнӑ-ха, тӑшмансене маххӑ паман. Чӑвашсен мӑн аслашшӗсем тутар-монголсене те тӳпке-тӳпке янӑ, ытти-хытти путсӗрсене те сехӗрлентерсе тӑнӑ. Авалхи паттӑрсем пире ҫӗнӗрен хӑват илме, хамӑр вӑя ҫирӗп шанма ӗмӗрсем витӗр чӗнсе калаҫҫӗ. Ҫак йыхрава эпир тин ҫеҫ кун ҫути курнӑ «Вут-шу пӑлхар-чӑваш ҫапӑҫу ӳнерӗ» (Булгаро-чувашское боевое искусство Вут-шу) кӗнекере уҫӑмлӑнах илтетпӗр. __Кӗрешӳ_Чӑваш кӗрешӗвӗ__ пурри пирки пӗлеттӗмӗр-ха эпир, унсӑр пуҫне чӑвашсен ҫапӑҫу та пур иккен. Ҫук-ҫук, лешӗ мар, хаяррине ӗҫсен хаярланнипе пуҫа мӑкӑль, куҫа кӑвак, хӑлхана ҫурӑк лартаканни мар. Ку пачах та ахаль-махаль ҫапӑҫу мар, ҫапӑҫу ӳнерӗ. Тепӗр майлӑ каласан пире кӳрентерме хӑякан путсӗре меллӗн те евӗклӗн чышкӑ, тапкӑ е ҫупкӑ ҫитермелли Искусство! Ҫак ӑсталӑха вӗренес тата ӑна туптас тесен ҫӗнӗ кӗнекене вуласа тухмалла та «Вут-шу» ушкӑна ҫырӑнмалла (__mailto:vut-shu@yandex.ru_vut-shu@yandex.ru__ адреспа ҫыхӑнма пулать).

«Вут-шу» ҫапӑҫу ӳнерне 9 ҫул хушши тӑрмашса хайланӑ ӑстаҫӑ тата кӗнеке авторӗ — Алексей Егорович Романов. «Вут-шури» ҫапӑҫу мелӗсем, командӑсем тата кӗлӗсем (мантрӑсем) пӗтӗмпех — чӑвашла: ~~хир, сир, тир, тап, ҫап, ҫуп, сул; сӗк, тӗк, пӗк, тӗнт, тӗрт, турт, урт, шарт~~, т.ыт.те, т.ыт.те. Вут-шу арсен хӑйсен — ~~ҫул пуҫӗ, тумӗ, юмӗ, сумӗ, чӗмӗ, чӑтӑмӗ~~...

Ҫӗнӗ кӗнеке Чӑваш халӑх поэчӗн __Петӗр Хусанкайӑн__ __/lib/haylav/6042.html_«Каҫхи мӗлкесем»__ («Вечерние тени») сӑввипе пуҫланать. Ӑна вырӑсла куҫараканӗ — этногенезӑн пассионарлӑх теорине никӗслекен сумлӑ ӑсчах Лев Гумилёв. Хыҫсӑмахне ҫыраканӗ вара — __Чӑваш наци конгресӗн__ хисеплӗ президенчӗ, Хӗвелтухӑҫ тӗпчевҫи __Атнер Хусанкай__.

Алексей Егорович Романов «Вут-шу пӑлхар-чӑваш ҫапӑҫу ӳнерӗ: ҫарҫӑ кӗнеки» кӑларӑма __Чӑваш наци конгресне__ халалланӑ. Ҫак кӗнеке кашни чӑвашрах мӗн те пулин вӑрататех. Вӑл хӑйӗн ӑшӗнче Модэ, Атӑл-паттӑр (Атилла) , Купрат, Аспарух, Алмуш юнӗ чупнине аса илет-тӗр.

Шел пулин те, кӗнеке туянас текенсен кӑмӑлне хуҫма тивет — кӑларӑмӑн ҫур тиражне Чӑваш наци конгресне параҫҫӗ, ыттине тивӗҫлӗ арсене парнелесе тухаҫҫӗ. Кӗнеке хӑй вулаканне, ҫӑпӑҫу ӑсталӑхне алла илес текене тупсан иккӗмӗш кӑларӑма та (хушма тиража) вӑрах кӗттермӗҫ. Вара эпир темле тӗттӗм кӗтесре ларакан пуҫтахсем умӗнчен те сӑмсана мӑнаҫлӑн каҫӑртса иртсе кайӑпӑр, кирлӗ пулсан хӑйсене ӑса вӗрентсе хӑварӑпӑр.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.10.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Йывăртарах вăхăт малалла пырать. Хирĕçес хăрушлăх пысăк пулни, ăнланманлăх таврари çынсемпе хутшăнăва пăсма пултарать. Ырăрах, чăтăмлăрах пулма тăрăшăр, ытти çынсене илтĕр. Сирĕншĕн ку çăмăлах пулмĕ, анчах лайăх кăтартусем пулĕç - вĕсем пуласлăхра палăрĕç.

Юпа, 05

1947
77
Родионов Виталий Григорьевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
2005
19
Александров Вячеслав Александрович, ЧАССР тата РСФСР тава тивӗҫлӗ агрономӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем