__Шупашкар районӗнчи__ «Ылтӑн пучах» уйлӑхра пулса иртнӗ пӑтӑрмах пирки __/news/3224.html|эпир хыпарланӑччӗ__. Аса илтеретпӗр, унта вожатӑйсем канма пынисене ҫывӑрма памасӑр тӑрӑхланӑ иккен.
Халӗ ку факт пирки пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫавна май тӗпчевҫӗсем унта ӗҫлекенсемпе тата учреждени ертӳҫисемпе калаҫнӑ иккен. Вожатӑй пулса ӗҫленӗ каччӑн кӗнтели тесе ыйтса пӗлнӗ ҫынран карас телефонӗпе нотубука тытса илнӗ. Унта пӑтӑрмаха ӳкерсе те ҫырса илнӗ самантсем пулнӑ-мӗн. Тӗпчевҫӗсем ача-пӑча уйлӑхӗнче шырав ирттернӗ май хӑш-пӗр ӗҫ хучӗсене пуҫтарса илнӗ. Эпир ӑнланнӑ тӑрӑх, ҫавсем тӑрӑх та тӗпчевҫӗсем тӗрӗслӗҫ. «Уйлӑх ертӳҫисен тыткалӑрӑшне право тӗлӗшӗнчен хак парӑпӑр», — тесе пӗлтернӗ Следстви комитечӗн Чӑваш Енти управленийӗн пресс-службин пуҫлӑхӗ Олег Дмитриев.
Сӑмах май, ку факта тӗрӗсленине республика прокуратури ҫирӗп сӑнаса тӑма шантарать. Пӗр ӗне пӗтӗм кӗтӗве варалать теҫҫӗ те, прокурорсем районсемпе хуласенче вырнаҫнӑ мӗнпур уйлӑха тӗрӗслеме палӑртнӑ.
Пӑтӑрмах пирки илтнӗ хыҫҫӑн Чӑваш Енри ачасен тӗп хӳтӗлевҫи Вячеслав Рафинов та ӗнер «Ылтӑн пучаха» ҫитсе килнӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |