Ӗнер __Шупашкарти__ Университет урамӗнчи 11-мӗш ҫуртра пурӑнакансем хытах сехӗрленнӗ — виҫҫӗмӗш тата тӑваттӑмӗш подъездсенче пурӑнакансем тӗтӗм шӑршине сиснӗ иккен. Аялти хутра пурӑнакансене сывлама уйрӑмах йывӑр пулса кайнӑ.
Хӑраса ӳкнӗскерсем часрах урама чупса тухнӑ. Вӗсемпе пӗрле — асӑннӑ ҫуртра вырнаҫнӑ аптека, банк, парикмахерски ӗҫченӗсем. Кӗҫех пушарнӑйсем те персе ҫитнӗ — ара, вӗсене пӗр арҫын путвалтан тӗтӗм тухни пирки хыпарланӑ-ҫке. Ҫӑлавҫӑсем икӗ автоцистерна шывпа тата пушар пусмипе ҫитсе тӑнӑ. Вырӑнта вӗсем путвала анса пӑхнӑ та ҫулӑм асӑрхаман. Кайран управляющи компани ҫыннисем ку ҫуртра пӑрҫаран дезинсекци ирттернине пӗлтернӗ. Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх ӗҫченӗсем ун пирки ҫынсене асӑрхаттарнӑ теҫҫӗ-мӗн, лешсем вара курман, илтмен, пӗлмеҫҫӗ иккен.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |