Ҫак вырсарникун Ӑренпур хулинче облаҫри чӑвашсен уявӗ — __Акатуй__ — иртет. Унта пыракансене 11 сехетре «Наци ялӗ» культура комплексӗнче шута илме пуҫлӗҫ.
Программӑна Чӑваш Енри паллӑ ҫынсемпе тӗл пулассине те кӗртнӗ. Ӑренпур чӑвашӗсем патне Чӑвашран харӑсах икӗ поэт — __Раиса Сарпи__ тата __Валери Туркай__ — кайма палӑртнӑ. Уявӑн хаклӑ хӑнисен шутӗчне ҫавӑн пекех __Вячеслав Христофоров__ халӑх артисчӗ. Тата, чылай уяври пекех, курав та йӗркелӗҫ. Унта ал ӑстисен ӗҫӗсем вырӑн тупӗҫ. Хӑйсен вӑйне виҫес текенсем спорт ӑмӑртӗсене хутшӑнма пултарӗҫ. Ҫурҫӗр ҫитес умӗн вара хӑнасемпе уява йӗркелекенсем «Чапай» ресторанта каҫхи апата пуҫтарӑнӗҫ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |