Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Ӗмӗр сакки сарлака.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн профессорӗ __Л.П. Сергеев__ «Чувашский язык: диалектологический аспект. Том 1, 2» (Шупашкар: Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ, 2008) кӗнекешӗн Чӑваш Республикин 2012 ҫулхи патшалӑх премине илме тивӗҫлӗ пулчӗ. Ку кӗнекере Чӑваш Республикинче тата республика тулашӗнче пурӑнакан чӑвашсен пуплевӗн уйрӑмлӑхӗсене тишкернӗ, диалектологи карттипе ҫыхӑннӑ ыйтусене пӑхса тухнӑ.

Кӗнекере учёнӑйӑн нумай енлӗ ӗҫӗн чи кӑсӑкланса тунӑ пайне пӗтӗмлетнӗ теме пулать, мӗншӗн тесен Леонид Павлович ӑслӑлӑх ҫулне диалектологирен пуҫланӑ, хӑйне яланах диалектолог тесе шутланӑ.

Диалектолог ӗҫӗ — чи йывӑр ӗҫ, мӗншӗн тесен яланах вӗҫӗмсӗр ҫӳревре пулмалла, пур ҫӗрте те ҫынсемпе калаҫмалла, ҫынсен калаҫӑвне итлеме тата илтме пӗлмелле, калаҫнине ҫырса илме ӗлкӗрмелле, мӗн ҫисе ӑҫта выртса-тӑрса пурӑнас пирки те шухӑшламалла. Тӗпчевҫӗ йывӑрлӑхсенчен хӑраман, ҫанталӑк юрлӑ е ҫумӑрлӑ пулнине пӑхман – район хыҫҫӑн района кайнӑ, ял хыҫҫӑн яла утнӑ. Кутамккара куллен кирлӗ япаласем пулнӑ, алӑра — пӑт ытла таякан магнитофон.

Ӑсчах хӑй ӗҫне аслӑ шкулта вӗренекенсене, шкулта чӑваш чӗлхипе ӗҫлеччӗр тесе пысӑк программа тунӑ, ӑна чӑвашсем пурӑнакан ялсене пӗтӗм Раҫҫей ҫӗрӗпе салатнӑ. Тӗпчевҫӗ программипе ӗҫлекен кашни чӑвашран каярахпа тӑван ял калаҫӑвӗпе кӑсӑкланманни никам юлмарӗ теме юрать.

Кӗнекепе тӗпчевҫисем кӑна мар, ытти тӗрӗк чӗлхеҫисемпе финн-угр чӗлхисен тӗпчевҫисем те уса курма пултараҫҫӗ, мӗншӗн тесен кунта тӑван чӗлхемӗрӗн тата кӳршӗллӗ халӑхсен чӗлхин тытӑмне, историне, халӑхсен кун-ҫулне ӑнлантармалли нумай-нумай материал тупма пулать. Чӑваш диалекчӗсене пӗлни пире литература чӗлхине пӑхӑнса калаҫма тата ҫырма пулӑшать.

Ӑсчах тӗрӗк чӗлхеҫисенчен чи малтан чӑваш чӗлхин диалектологи карттине тунӑ. Ку картта, шел те, тӗрлӗ сӑлтава пула (Совет Союзӗ арканни, укҫа-тенкӗ ҫитменни т.ыт.те) паян кунччен те пичетленсе тухман. Апла пулин те ку ӗҫ те халӑх вуламалла пуласса шанатпӑр.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.10.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Йывăртарах вăхăт малалла пырать. Хирĕçес хăрушлăх пысăк пулни, ăнланманлăх таврари çынсемпе хутшăнăва пăсма пултарать. Ырăрах, чăтăмлăрах пулма тăрăшăр, ытти çынсене илтĕр. Сирĕншĕн ку çăмăлах пулмĕ, анчах лайăх кăтартусем пулĕç - вĕсем пуласлăхра палăрĕç.

Юпа, 06

1894
130
Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1977
47
Тани Юн, чӑваш актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1997
27
Симунов Николай Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ