Кӗҫнерникун, ҫӗртмен 27-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин патшалӑх канашӗн председателӗ Юрий Попов __Патӑрьел районӗнче__ иртекен республикӑри яш армейецсен юхӑмӗн 45-мӗш «Зарница» тата «Орленок» вӑййисен финалне уҫнӑ пулнӑ.
Чӑваш Енре, ытти тӑрӑхсемпе танлаштарсан, ку вӑйӑсем йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ, «Зарница» тата «Орленок» вӑййисен финалне 45 ҫул пухӑнаҫҫӗ.
Пӗтӗмлетӳллӗ пухӑва пухӑнас умӗн ҫулталӑк тӑршшӗпе вӗренӳ учрежденийӗсенче 20 яхӑн пултарулӑх, практика, теори конкурсӗ иртет, вӗсене ҫулсерен 30 пин ача хутшӑнать. Вӑйӑсен пӗрремӗш этапӑн ҫӗнтерӳҫисем (шкулсем, училищесем, техникумсем) районсенчи тата хулари финалсене хутшӑнаҫҫӗ, унта пурӗ 5 пин яхӑн ача тухать. Республика шайӗнчине вара районсемпе хуласенчи пӗтӗмлетӳллӗ вӑйӑсенче мала тухнӑ пине яхӑн ҫамрӑк хутшӑнать.
Паянхи куна илсен __Патӑрьел районӗнчи__ __Шӑнкӑртам__ ялӗ ҫумӗнчи «Хӗвеллӗ» уҫланкӑра чӑн та ҫар лагерӗсем вырнаҫнӑ тейӗн. Вӑййа хутшӑнакансен пиллӗк кун хушшинче уҫӑ сывлӑшра пурӑннисӗр пуҫне ятарлӑ зачетсемпе нормативсем памалла пулӗ.
Юрий Попов хӑйӗн сӑмахӗнче республика ҫамрӑксене шанни пирки палӑртнӑ, пурне те ӑнӑҫу суннӑ.
Ҫар пухӑвӗ ҫӗртмен 30-мӗшччен пырӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |