«Алатырь» ятлӑ суту-илӳпе ҫыханман православилле ыркӑмӑллӑх фончӗ пуҫарӑвӗпе __Улатӑр__ хулине кӗнӗ вырӑнта ҫӗнӗ стеллӑна хута янӑ. Проектне хула администрацийӗн хула тӑвӑмӗ тата ҫутҫанталӑкпа усӑ курасси пайӗнче тунӑ пулнӑ. Ҫӗнӗ стелла ӗлӗкхи карман евӗр пулӗ. Ку Улатӑрӑн историлле вырӑнне кӑтартса парӗ.
Паянхи куна ҫак ӗҫре никӗсне хывнӑ, карманӑн хӳмисемпе турулӑн кладкине тунӑ, хайлавлӑ мар чулпа хӳмесене витсе тухнӑ, тӑррине вырнаҫтарнӑ, унсӑр пуҫне тата электромонтаж ӗҫӗсене тунӑ.
Ҫитес кунсенче ҫӗнӗ стелла таврашӗнчи лаптӑка илемлетӗҫ, урапасене лартса хӑвармалли ятарлӑ вырӑна хута ярӗҫ.
Ҫӗнӗ стеллӑпа киленме Улатӑр ҫыннисемпе хӑнисем хула 461-мӗш ҫулхи ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ чухне пултараҫҫӗ. Ӗҫсене ҫав кунччен — ҫурлан 3-мӗшччен — вӗҫлеме планланӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |