Тулай чӑвашсем халӑхӑмӑрӑн авалхи йӑли-йӗркине тытса пыма тӑрӑшни чӑннипех савӑнтарать. Акӑ, ӗнер Тутарстанри Нурлат хулинче Пӗтӗм Раҫҫейри чӑваш культурин «Уяв — 2013» уявӗ иртнӗ. Ӑна 2006 ҫултанпа йӗркелеме тытӑннӑ. Малтанласа республика шайӗнчи мероприяти пулнӑскер тепӗр ҫулхинех вӑл Пӗтӗм Раҫҫейри статуса йышӑннӑ.
Кӑҫалхине те ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи 130 ытла фольклор коллективӗ пухӑннӑ. Хӑнасем хушшинче __Тутарстан__ тата Чӑваш Республикин правительствисен элчисене палӑртмалла. Чӑваш Ен ячӗпе республика парламенчӗн вице-спикерӗ Олег Мешков саламланӑ. Халӑхӑн йӑли-йӗркине упраса хӑварассипе тӑрӑшнӑшӑн Нурлат районӗн ӗҫ тӑвакан комитечӗн социаллӑ культура аталанӑвӗ енӗпе ӗҫлекен ҫумне Рамзия Сингатуллинӑна тата асӑннӑ районти Елаурск ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне Галина Кульметьевӑна вӑл ЧР Патшалхӑ канашӗн Хисеп грамотипе наградӑланӑ.
Уява ҫавӑн пекех Турцири Джейхан хулипе Германири Рейнс тӑрӑхӗнчен хаклӑ хӑнасем пырса ҫитнӗ. Нурлат район администрацийӗ мероприяти пирки хӑйӗн сайтӗнче хыпарланинче уяв майӗпен тӗнче шайне тухать тесе палӑртнинче апла тӑк чӑнлӑхӗ пурах.
Ҫав кун ирттернӗ «Чӑваш чиперкки» конкурса 12 хӗр хутшӑннӑ. Спорта юратакансем 10 енпе тупӑшнӑ. Уявӑн паттӑрӗ ята Зульфат Сингатуллин тивӗҫнӗ.
__http://nurlat.tatarstan.ru/rus/photoreports.htm/photoreport/570803.htm|**Сӑнсем**__ (23)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |