Шывран вут пек хӑра, вутран шыв пек хӑра тенӗ чӑваш. Чӑн та, иккӗшӗ те шӳтлемелли япаласем мар ҫав. Тата вӑрӑран юлать, вутран юлмасть тенине шута илсен пушшех те шиклентерет. Шӑматкун, акӑ, __Патӑрьел районӗнчи__ __Ҫӗнӗ Ахпӳрт__ ялӗнче инкек пулса иртнӗ. Ҫав кунхи вӑйлӑ ҫумӑр вӑхӑтӗнче ҫиҫӗме пула 59 ҫулти арҫын сарайӗ тивсе илнӗ. Ҫулӑмпа кӗрешме пырса ҫитнӗ Инкеклӗ ӗҫсен министерствин ӗҫченӗсем, Турра шӗкӗр, вута алхасма паман — хӑвӑрт сӳнтернӗ. Ҫапах та хуралтӑн ҫивиттийӗ ҫунса кайма ӗлкӗрнӗ, вӑл хӑй те самай сиенленнӗ. Тӑкака 25 пин тенкӗпе хаклаҫҫӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |