Халӗ ҫынсем килсерен тенӗ пек машинӑллӑ пулса кайрӗҫ. Лайӑх ӗнтӗ. Меллӗ. Анчах хуласенче вӗсене лартма вырӑн хӗсӗкки аптӑратать. Ҫавна пула машинӑсем пӗр-пӗрин тата ҫуран ҫӳрекенсен ҫулне пӳлсе хурасси те пулать.
Акӑ, кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче __Вӑрмар районӗн__ Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Шупашкарти пӗр картишӗнче хӑйӗн автомобильне лартса хунӑ та ӑна пула тепӗр урапа иртсе каяймасӑр аптӑранӑ. Ҫавна пула арҫынсен хушшинче тавлашу та сиксе тухнӑ. Сӑмахпа кӑшкӑрашнипех лӑпланман-ха вӗсем, хирӗҫ-тӑру алӑ ҫӗклесси патнех ҫитнӗ. Тӗрӗсрех, ҫӗҫӗ туртса кӑларасси патне. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енти управленийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, депутат вӗлерессипе хӑратнӑ, унтан ҫӗҫӗпе хӑмсарнӑ кӑна мар, унпа лешӗн аллинчен тирнӗ, кайран урипе хысаран тапса панӑ имӗш. Ҫапла хӑтланса вӑл Шупашкар ҫыннин сывлӑхне йывӑр суранлатнӑ иккен.
Халӗ кӑра депутат тӗлӗшпе виҫӗ статьяпа пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ: вӗлерессипе хӑратнӑшӑн, хӗненӗшӗн, сывлӑха ятарласа пысӑк сиен кӳнӗшӗн.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |