Патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменне тытассипе 100 балл пухнисен йышӗ Чӑваш Енре икӗ хут ытларах ӳснӗ-мӗн. Тепӗр лайӑх кӑтарту шутӗнче — иккӗ илекенсен шучӗ чакни. Кун пирки Regnum информаци агентстви республикӑн Вӗренӳ министерстви пӗлтернине шута илсе хыпарлать.
Шкул пӗтерекенсем кӑҫал 14 предметпа хӑйсен пӗлӗвне тӗрӗсленӗ. Пурин те тытмалли предметсемпе — вырӑс чӗлхипе тата математикӑпа — тӗрӗслев витӗр ӑнӑҫлӑ тухнисен шучӗ, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, кӑҫал 1,47 процент ӳснӗ иккен. Тепӗр майлӑ каласан, экзамена хутшӑннисенчен 97,97 проценчӗ шкул сукмакне вун пӗр ҫул хушши ытахальтен такӑрлатманнине ӗнентерсе панӑ. Чи ӑслӑ ачасем __Сӗнтӗрвӑрри районӗнче__ тата __Ҫӗмӗрле__ хулинче теме юрать-тӗр, мӗншӗн тесен унта чи пӗчӗк балран пӗчӗкрех илекен пулман. Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗ тӑрӑх хакласан, вырӑс чӗлхине тата математикӑна __Улатӑр районӗпе__ __Улатӑр|хулинче__ тата __Ҫӗмӗрле районӗнче__ начартарах ӑшӑ хывни сисӗнет. Сӑмах май, Улатӑр хули пӗлтӗр те «хӳрешкере» пулнӑ. Унсӑр пуҫне ҫак списока ҫавӑн чух __Канаш__ хулине тата __Ҫӗрпӳ районне__ кӗртнӗ пулнӑ.
Кӑҫалхи экзамента Чӑваш Енри ачасем вырӑс чӗлхипе вӑтамран 66,85 балл пухнӑ (пӗлтӗр — 65,70), математикӑпа — 56,1 балл (пӗлтӗр — 50,32). Вырӑс чӗлхипе 35 ача йӑлт пӗлет имӗш — вӗсем 100 балл илнӗ. Математикӑпа 100 балл пухнине тӗпе хурсан ӑна 47 ача алӑри пилӗк пӳрнене евӗр пӗлет тесе пӗтӗмлетмелле.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |