Этем тени ырлӑха часах хӑнӑхать ҫав. Ҫук, начар мар пуль-ха ӗнтӗ ку. Акӑ, __Шупашкар районӗнчи__ __Ишлей__ ялӗнче пурӑнакансем вӗри шывсӑр аптӑраҫҫӗ. Сивӗ шыв ырлӑхӗпех ҫырлахма хӑнӑхнӑ ҫын «Калӑн, тупнӑ нуша. Эпир ялан ҫапла пурӑнатпӑр» тейӗ. Анчах ишлейсем ӑшӑ шывсӑр кӑна мар, сиввисӗр те хӑшкӑлаҫҫӗ-мӗн. Кун пек йывӑрлӑха сакӑр ҫурт лекнӗ иккен. Унта пурӑнакансем тележурналистсене пӗлтернӗ тӑрӑх. Вырӑнти ял тӑрӑхӗ вӗсене малтан пӗр уйӑхран вӗри шыв пуласса шантарнӑ иккен. Анчах шаннӑ кайӑк йӑвара пулман тенешкелех сиксе тухнӑ. Халӗ вӗсем ӑшӑ шыв ҫеҫ мар, сивви те хӑш чух пулманнипе тарӑхаҫҫӗ-мӗн.
Шыва ӑшӑтакан котельнӑй вырӑнти пӗр завод харпӑрлӑхӗнче иккен. Предприяти коммуналлӑ пулӑшушӑн ҫынсен парӑм пулнишӗн кӑмӑллах мар темелле. Ҫапах та куншӑн сакӑр ҫуртра пурӑнакан мӗнпур ҫыннӑн асапланмалла марри паллӑ ӗнтӗ. Ҫавӑнпах пулӗ вырӑнти ял тӑрӑхӗ ку ыйту ҫывӑх вӑхӑтра татӑласса шантаратех иккен. Мӗнех, пурӑнсан курӑпӑр теҫҫӗ-и-ха?
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |