Менингит та менингит тесе пӗр вӑхӑтра Раҫҫей шайӗнче хытах шавларӗҫ. Чире тӗрӗс палӑртайманнине кура диагноза тӗрӗс мар лартнӑ тесе шур халатлисене ӳпкелесе калаҫни асрах-ха. __Чӑваш Енре__ еплерех лару-тӑру-ха? Ку ыйтӑва уҫӑмлатма пулӑшнӑ та республикӑн Сывлӑх сыхлавӗн министерстви паян йӗркеленӗ брифингра.
Кӑҫалхи кӑрлач–ҫӗртме уйӑхӗсенче пирӗн патра менингит паллиллӗ 6 ачана тупса палӑртнӑ иккен. Вӗсенчен пӗринне энтеровирус этилогине ҫирӗплетсе панӑ. Ҫак уйӑхра менингитпа чирлӗ икӗ ача тупӑннӑ. Шупашкарти 65-мӗш ача пахчинчи пӗр ушкӑнра карантин пирки пӗлтернӗ-мӗн.
Тухтӑрсен 100 пин ҫын пуҫне миҫе ҫын чирленине илсе парас йӑла пур та, ҫавӑн тӑрӑх хакласан, ку вӑл 0,5 тӗслӗх тенине пӗлтерет иккен. Раҫҫейре вара — 1,45 тӗслӗх-мӗн. Ҫапах ку кӑтарту пӗлтӗрхи ҫав тапхӑртинчен пӗчӗкрех иккен. Пӗлтӗр 100 пин ҫын пуҫне менингитпа чирленисен шучӗ 3,39 тӗслӗхпе танлашнӑ.
Эпидемиологсемпе ача-пӑча тухтӑрӗсем тӗрӗс апатлантарма тата гигиенӑна пӑхӑнма, чир паллине сиссенех тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтма сӗнеҫҫӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |