Темиҫе ҫул каялла салтака кайман яшсене арҫын вырӑнне те хуман. Хӗрсем те ун пек «юрӑхсӑр» каччӑсемпе калаҫсах кайман. Сывлӑх енчен хавшаннӑ пулин те яшсем салтака каясшӑн ҫуннӑ. Хальхи саманара вара ку ыйту тавра лару-тӑрӑ самай синкерлӗ.
Сӑмахран, __Канаш районӗнчи__ __Чӑрӑшкасси__ ялӗнче пурӑнакан яш-кӗрем ҫар хӗсметне хытах каясшӑн мар пулнӑ пулмалла, мӗншӗн тесен вӑл 2009–2012 ҫулсем хушшинче хӑйӗн патне военкомат ярса панӑ ятарлӑ чӗнӳ хучӗсене шута илмен, комитета пилӗк хутччен кайман, кайманнин сӑлтавӗ те ун пулман.
Йӗрлев комитетӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх ҫак ӗҫ-пуҫа пула Канаш районӗн суд ларӑвӗнче хайхи каччӑна салтака каймалли яваплӑхран тарса ҫӳренӗшӗн 50 пин штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.
Шел пулин чӑннипех те каччӑсем хушшинче хӑйсен кӑмӑлӗпе салтака каяс текенсен шучӗ иртнӗ ҫулсенчен самай пӗчӗк. Ку лару-тӑрӑ мӗнле сӑлтавпа ҫыхӑнни — чӑннипех те кӑсӑклӑ. Ҫар хӗсметне тухмалли вӑхӑт тахҫанхи пек 2 ҫул та мар — ҫулталӑк ҫеҫ, ҫапах яш-кӗрем тӗрлӗ мелсемпе усӑ курса салтака каяссинчен хӑтӑлма хӗмленеҫҫӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |