Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ сцена ҫине классикӑлла хайлавсене кӑларас тесе «Раҫҫей культури (2012–2018ҫҫ.)» программӑпа килӗшӳллӗн йӗркеленӗ конкурса хутшӑннӑччӗ. Унта вӑл хӑйӗн проекчӗсене ӑнӑҫлӑ хӳтӗлесе «Король Лир» тата «Мамаша Кураж и ее дети» пьесӑсем тӑрӑх спектакль лартма федераци хыснинчен укҫа илме тивӗҫнӗччӗ.
«Король Лир» спектакле театрӑн тӗп режиссёрӗ Станислав Васильев хӑй лартӗ, «Мамаша Кураж и ее дети» пьеса тӑрӑх — Пушкӑрт Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Айрат Абушахманов. Юлашкинчен асӑннӑ спектакле лартассипе халӗ, ав, ӗҫсем пуҫланнӑ та. Утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче режиссер чӑваш театрӗн артисчӗсемпе тата пьеса тӑлмачипе, Чӑваш Республикин халӑх ҫыравҫипе __Порфирий Афанасьевпа__ тӗл пулнӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра рольсене валеҫсе парса репетицие пуҫӑнмалла. Премьерӑна чӳк уйӑхӗ валли палӑртнӑ.
__http://www.cap.ru/photo.aspx?gov_id=12&id=12270|**Сӑнсем**__ (16)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |