Кашни ҫӗнӗ кун тӗрлӗ пулӑмсемпе палӑрать. Ҫавах пуриншӗн те вӑл лайӑх, яланах ырӑпа вӗҫленмеҫҫӗ-ха. Тискер ӗҫ-пуҫа ҫӗршывра куллен туллинех сӑнама май лекет. Мӗн пур массӑллӑ информаци хатӗрӗсем ҫакӑн йышши хыпарсене яланах туллин те сӑнарлӑ пӗлтерме юратаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та пуль паянхи ӗмӗрти ҫын кашни утӑмра вӑрӑ-хурахсене, террористсене, усал шухӑшпа ҫӳрекен ҫынсене «тӗл пулассипе» пурӑнать.
Ҫапла вара иртнӗ кунсенче __Шупашкар__ ҫынни полици ӗҫченӗсене хӑйӗн тимӗр урапине — «Лада Калина» маркӑлла машина — вӑрласа кайни ҫинчен пӗлтернӗ. Полици 4-мӗш пайӗн оперативникӗсем тӳрех шырав ӗҫне пикеннӗ. Вара иккемӗш кунхине вӗсем хайхи урапана Мичман Павлов урамӗнче вырнаҫнӑ клуб ҫывӑхӗнче асӑрханӑ. Урапа вара ҫак вырӑнта водителе пулах килсе ҫитнӗ пулнӑ. Тимӗр лашасӗр «юлнӑ» арҫын пӗр кунхинче хытах ӗҫне иккен, «хаяр» шӗвӗк вара водитель ӑсне минретнӗ пулмалла, ҫавӑнпа та вӑл хӑйӗн урапине ӑҫта лартса хӑварнине манса кайнӑ. Тен, клуба килнӗ юлташӗсене курма васкаса арҫын урапара хаклӑ япаласем пӑрахса хӑварма та хӑраман. Тура шӗкер, вӗсене никам та вӑрласа кайман.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |