Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Кахал ҫӑпата сырнӑ ҫӗре ӗҫчен ӗҫне пӗтернӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Прокуратура тесен чылайӑшӗн ӑнлавӗнче айӑплавпа ҫыхӑннӑ шухӑшлав ҫуралать-тӗр. Ҫапах та кирлӗ пулсан прокуратура хӳтте кӗрет. Суд ытла кӑра йышӑну тунӑ тесе те вӑл хӑш чух тавӑҫпа тухать. Ун пек тӗслӗхсенчен пӗрин пирки нумаях пулмасть __/news/3035.html|эпир ҫырса кӑтартнӑччӗ__. Аса илтеретпӗр, 55 ҫулхи 2-мӗш ушкӑнри сусӑра __Шупашкар район__ сучӗн йышӑнӑвӗпе 10 уйӑхлӑха ҫирӗп режимлӑ колоние ӑсатмалла тунӑ пулнӑ. Ку айӑплава вӑл дача ҫуртне кӗрсе сахӑр песукӗ тата ҫава вӑрласа 305 тенкӗлӗх тӑкак кӑтартнӑшӑн тивӗҫнӗ. Шупашкар район прокуратури ҫапла йышӑнупа килӗшме пултарайман — сусӑра условлӑ майпа айӑплама ыйтнине Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗн коллегийӗ тивӗҫтернӗ.

Халӗ тата ҫавӑн йышширех тепӗр тӗслӗх. __Шупашкар районӗнчи__ __Мӑнал__ ялӗнче пурӑнакан, пӳрчӗ ҫунса кайнӑ хыҫҫӑн килсӗр-ҫуртсӑр юлнӑ ниҫта та ӗҫлемен арҫын пӗрисен нӳхрепӗнчен пӗр михӗ ҫӗрулми тата цемент вӑрланӑ. Унсӑр пуҫне вӑл никам пурӑнман пӗр ҫуртран кивӗ урай хӑмисене 15 штук пӗҫертнӗ. Вӑрланӑ пурлӑха пӗр ялта пурӑнакансене сутнӑ. Укҫалла мар. Апат-ҫимӗҫпе тата туртмаллипе ылмаштарнӑ.

Йӗрке хуралҫисен аллине ҫакланнӑ хыҫҫӑн хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Вӑрласа тӑкак кӑтартнисен умӗнче парӑма саплаштарнӑ, лешсем ӑна каҫарнӑ. Ҫапах та суд вӑрра 2,5 ҫуллӑха ятарлӑ режимлӑ колоние ӑсатма йышӑннӑ. Ун пек тӗрмене ҫын вӗлерекенсене, террористсене, маньяксене тата ӗмӗрлӗхе хупма йышӑннисене яраҫҫӗ-мӗн. __Мӑнал__ вӑрри саккуна хирӗҫле ӗҫсем унччен те тукаланӑ-ха. Анчах ҫын ҫине алӑ ҫӗклемен. Алли кукӑр пулнипе виҫӗ хутчен айӑпланнӑ. Ҫапах та маньяксемпе тата ҫын вӗлерекенсемпе танлаштараймӑн тесе район прокуратури республикӑн Аслӑ судне тавӑҫпа ҫитнӗ. Унти тӳресем вӑрӑ-арҫынна ҫирӗп режимлӑ колонире 1 ҫул та 10 уйӑх тытма йышӑннӑ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.10.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Йывăртарах вăхăт малалла пырать. Хирĕçес хăрушлăх пысăк пулни, ăнланманлăх таврари çынсемпе хутшăнăва пăсма пултарать. Ырăрах, чăтăмлăрах пулма тăрăшăр, ытти çынсене илтĕр. Сирĕншĕн ку çăмăлах пулмĕ, анчах лайăх кăтартусем пулĕç - вĕсем пуласлăхра палăрĕç.

Юпа, 06

1894
130
Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1977
47
Тани Юн, чӑваш актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1997
27
Симунов Николай Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть