Патшалӑх тата умниципалитет пулӑшӑвне илес тесен вырӑнти вулавӑшсене ҫул тытмалла. Кун пирки __Пӑрачкав район__ администрацийӗ хыпарлать.
Ҫак енӗпе халӑха «пӗр чӳрече» текен меслетпе пулӑшу кӳрессине унччен __Мишуково__, __Никулино__, __Сиява__, __Сыреҫ__ вулавӑшӗсенче йӗркеленӗ пулнӑ. Ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнчен вара __Анастасово__, __Кудеиха__, __Напольное__ ялӗсенчи вулавӑшсенче ӗҫлеттерсе янӑ. Асӑннӑ учреждени пуҫлӑхӗсене ӗҫе хӑнӑхтарма ака уйӑхӗнче ятарлӑ вӗрентӳ йӗркеленӗ. Ҫак кунсенче вара районти тӗп вулавӑшра ҫакӑн пеккине тепре йӗркеленӗ. Унта __Пӑрачкав районӗ|Пӑрачкав__, __Улатӑр районӗ|Улатӑр__ тата __Ҫӗмӗрле районӗ|Ҫӗмӗрле__ районӗсенчи нумай функциллӗ центрсенче ӗҫлеме хатӗрленекенсене ӗҫ йӗркине хӑнӑхтарнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |