Ӗнер, утӑн 7-мӗшӗнче, Шупашкартан черетлӗ «Чунҫӳрев» ҫула тухрӗ.
Чӑваш халӑхӗн авалхи вырӑнӗсемпе паллашас тӗллевпе тухнӑ маршрут хальхинче ҫапла иртӗ: __Шупашкар__–Чӗмпӗр–Ӗшнеуй (Шняево, Сарӑту облаҫӗ)–Волгоград–Элиста–Каҫпи тинӗҫӗ–Пенза–Шупашкар. Ку тӑрӑхалла виҫӗмҫул кайса килнӗ пулин те кӑҫалхи ҫул та кӑнтӑралла выртать — 2011 ҫулта лекеймен вырӑнсемпе паллашасси (тӑванла халахсем йыхравленипе), туса ҫитереймен ӗҫсене вӗҫлесси.
Каҫпи тинӗсӗ хӗрринче 3 кун ирттермелле — пӗр куна юпа лартма уйӑрӗҫ. Чунҫӳревҫӗсем чӑваш ячӗсем йышӑнӗҫ, инҫетри чӑваш ялӗсенче концертсем лартӗҫ.
Водительсене шута илсен ҫула пурӗ 69 ҫын тухнӑ. Инҫе ҫул ӑнӑҫлӑ пуласса, палӑртнӑ ӗҫсем пурнӑҫланасса шанса тӑратпӑр. Такӑр ҫул сунатпӑр!
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |