__Элӗк район__ администрацийӗ халӑх тӳре-шара, тепӗр майлӑ каласан, хӑйсем патне, епле ыйтупа ытларах пынине тишкернӗ. Кӑҫалхи ҫур ҫулта унти администрацине уйрӑм ҫынсенчен 181 ҫыру ҫитнӗ. Вӗсен шутне сӑмахпа пулӑшу ыйтнӑ 17 тӗслӗхе те кӗртнӗ. Йышпа пухӑнса шӑрҫалакансем те пулнӑ. Ун пекки — 1 тӗслӗх. Цифрӑсене пӗлтӗрхи кӑрлач-ҫӗртме уйӑхӗсенчипе танлаштарнӑ та вӗсен шучӗ 1,16 хут ӳснине асӑрханӑ.
Теприсем республика шайӗнчи пуҫлӑхсенчен пулӑшу ыйтнӑ иккен. Асӑннӑ 181 тӗслӗхрен 9-шне Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗнчен ярса панӑ. РФ Патшалӑх Думин депутачӗ патне ҫул такӑрлатакан та пулнӑ: Руслан Тихоновӑн йышӑну пӳлӗмӗнчен района 1 ыйту ярса панӑ. Пӗр ҫын «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин общество йышӑнӑвӗн пӳлӗмне ӳркенмесӗрех ҫитсе килнӗ. Ыйтӑва вырӑнта татмаллине кура ҫыру район администрацине ҫитсе выртнӑ. Тата хастартараххисем, пурӗ 3 ҫын, РФ Президенчӗн Администрацийӗн ҫынсен тата организацисен ҫырӑвӗсемпе ӗҫлекен Управленинех ҫыру ҫитернӗ.
Ҫырусен тӗп пайӗ — 151 тӗслӗх — ҫӗр ыйтӑвӗпе ҫыхӑннӑ. Тӳре-шараран пулӑшу ыйтас хастарлӑхпа вара __Элӗк ял тӑрӑхӗ|Элӗк__, __Крымсарайкӑ ял тӑрӑхӗ|Крымсарайкӑ__, __Ехремкасси ял тӑрӑхӗ|Ехремкасси__ ял тӑрӑхӗсенче пурӑнакансем палӑрнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |