__Вӑрнар районӗнчи__ __Уйкас Кипек__ ялӗнче питӗ те хастар халӑх пурӑнать теме юрать. Ҫапла пӗтӗмлетме вырӑнти ял тӑрӑхӗ хыпарлани тӑрӑх май килет.
Нумаях пулмасть ял ҫыннисем пӗр шухӑшлӑ пулса асӑнӑн ялти Культура ҫурчӗпе юнашар вырнаҫнӑ пӗве ҫинчи пӗчӗк кӗпере юсама тухнӑ. Унта тӑрса ял халӑхӗ кӗпе чӳхет иккен. Нимене кам хӑма, кам пӑчӑкӑ, кам пӑта йӑтса пынӑ. Валерий тата Любовь Федоровсем, Ирина Варламовӑпа унӑн ывӑлӗ Александр, Николайпа Ирина Алексеевсем, Лидия Кузнецова, Лидия Михайлова, Антонина Петрова ирех ӗҫе кӳлӗннӗ. Пӗр-ик сехет хушшинче палӑртнине вӗҫлеме те ӗлкӗрнӗ.
__http://www.cap.ru/info.aspx?gov_id=59&type=news&id=2561802|**Сӑнсем**__ (15)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |