Шӑрӑх та типӗ ҫанталӑк тӑнине пула кӑнтӑр енчи районсенче — малтан __Патарьел районӗ|Патӑрьелӗнче__, каярах __Комсомольски районӗ|Комсомольскинче__ инкеклӗ лару-тӑру пирки пӗлтерни пирки __/news/3309.html|маларах эпир хыпарланӑччӗ__.
Пахчари апат-ҫимӗҫе епле те пулин шӑварса тӑма пулӗ-ха, анчах гектарӗ-гектарӗпе сарӑлса выртакан тыр-пула искусствӑлла майпа пулӑшаймӑн. Ҫапах та хальхи вӑхӑтра вунӑ районта ял хуҫалӑх культурисене искусствӑлла майпа шӑварассине йӗркеленӗ.
Типӗ те шӑрӑх ҫанталӑка пула Патӑрьел тата Комсомольски районӗсем ҫеҫ мар, __Шӑмӑршӑ районӗ|шӑмӑршӑсемпе__ __Елчӗк районӗ|елчӗксем те__ аптӑранӑ иккен. Вӑл тӑрӑхсенче ял хуҫалӑх культурисем шар курнӑ. Республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви шутланӑ тӑрӑх, хайхисем 70 пин тоннӑна яхӑн тӗш тырӑ ҫухатма пултараҫҫӗ. Ҫӗрулмие вара — 25-30 пин тонна таран. Ҫак цифрӑсене муниципалитет пуҫлӑхӗсемпе видеоконференци мелӗпе калаҫнӑ чух асӑннӑ иккен. Шӑрӑх та типӗ тӑнӑ ҫанталӑк __Патӑрьел районне__ уйрӑмах шар кӑтартнӑ. Унта ял хуҫалӑх культурисем 7 пин гектар ҫинче типсе ларнӑ, ҫав шутран пысӑк пайӗ — 5 пинӗ — пӗрчӗллӗ культурӑсене пырса тивет.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |