__Вӑрнар районӗнчи__ ярмушкасем ял уявне пухӑнни пирки __/news/3343.html|эпир ӗнер пӗлтернӗччӗ__. Ҫуллахи вӑхӑтра кун пек уявсене унта та кунта та ирттереҫҫӗ те, асӑннӑ районти __Аҫӑмҫырми|аҫӑмҫырмисем__ те Ял кунне пуҫтарӑннӑ. Унта ялӑн хастарӗсене, тӑван тӑрӑха хӑтлӑх кӗртессипе ҫине тӑнисене чысланӑ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ Вячеслав Горбунов вара ку тӑрӑхрисене район энциклопедине темиҫе штуках парнеленӗ.
Уява пухӑннисене юрӑ-ташӑпа савӑнтарма __Вӑрнартан__ «Тивлет» ансамбль пырса ҫитнӗ. __Чӑрӑшкас Хирлепри__ «Хӗлхем» ансамбль те халӑха савӑк кӑмӑл парнеленӗ. Кунсӑр пуҫне тӑван ялсене ҫав ялта ҫуралса ӳснӗ Клара Осокина та саламлама ҫитнӗ. Вӑл ертсе пыракан «Туслӑх» ансамбль Аҫӑм Ҫырма гимнне шӑрантарса панӑ. Ҫак мухтав юррине Валерий Смирнов (Вадим атте) ҫырнӑ иккен.
«Епле уяв шӳрпесӗр ирттӗр?» — теҫҫӗ аҫӑмҫырмасем. Тӑван халӑхӑмӑрӑн наци ҫимӗҫӗ шутланакан ҫак апата икӗ Валентина Иванова — пӗри Николаевна, тепри — Петровна тата Маргарита Герасимова хатӗрленӗ.
__http://www.cap.ru/info.aspx?gov_id=59&type=news&id=2561777|**Сӑнсем**__ (33)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |