Ҫар ҫулне ҫывхаракан ҫамрӑксем нумаях пулмасть Атӑлҫи тата Урал федераци округӗсенчи Спартакиадӑна пухӑннӑ. Чӑваш Ен чысне унта __Хӗрлӗ Чутайри__ вӑтам шкул каччисем — Константин Савельев, Дмитрий Почейкин, Денис Триковский, Евгений Еремин, Кирилл Ярайкин, Олег Канцеляров, Дмитрий Мидейкин, Олег Анисимов, Сергей Сарин, Стас Федотов, Николай Аливанкин — хӳтӗленӗ. Халӗ вӗсемпе тӑван тӑрӑхӗ чӑннипех хӑпартланма пултарать.
Ӑмӑртӑва Пенза, Ӑренпур, Тӗмен, Свердловск облаҫӗсенчи, Пермь Енӗнчи, Мари Элти, Пушкӑртстанри, Чӑваш Республикинчи тата Ханты-Манси автономи округӗнчи яшсем хутшӑннӑ. Вӗсем сакӑр енлӗ кӗрешес, пейнтбол, ҫар эстафети тата ҫар хатӗрленӗвӗн енӗпе тупӑшнӑ. Хӗрлӗ Чутай ачисем эстафетӑра 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ, пейнтболпа — 2-мӗш, кӗрешессипе — 5-мӗш, ҫар хатӗрленӗвӗн ӑмӑртӑвӗнче — 1-мӗш. Ҫапла вара ушкӑнпа илсен каччӑсем Пенза облаҫӗнчи тантӑшӗсенчен виҫӗ очко сахалрах пухса иккӗмӗш вырӑна тухма пултарнӑ. Кӗркунне вӗсен Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑртӑва хутшӑнма тивӗ.
__http://www.cap.ru/info.aspx?gov_id=69&type=news&id=2560669|**Сӑнсем**__ (19)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |