Ку хыпар пирки: «Тем шухӑшласа кӑларакан та пур», — пур темелле-тӗр. Чӑваш Енре шыври заправка станцийӗ ӗҫе пуҫӑннӑ иккен. Вӑл __Атӑлта__, __Шупашкар районӗнчи__ __Ҫӗктер__ поселокӗ ҫывӑхӗнче, вырнаҫнӑ. Ун пеккисем Чулхуларан пуҫласа Хусана ҫитиччен те тек ҫук-мӗн.
Уйӑх ытларах ӗҫленӗ хушӑра вӑл унӑн хуҫисене услам курма май пуррине ӗнентерсе панӑ иккен. Ара, ҫапла пулмасӑр. Халӗ пуянсем катерсемпе яхтӑсем туянаҫҫӗ-ҫке. Кимӗ-карап таврашне __Шупашкарта__ кӑна 1,5 пин шута илнӗ. Ҫӗнӗ заправка пулӑшӑвӗпе хамӑр патрисем кӑна мар, пирӗн республика территорийӗпе иртсе каякан яхтӑсемпе катерсем те усӑ кураҫҫӗ-мӗн.
«Илем» ят панӑ заправка пӑхма хитре ҫеҫ мар, хӑй те типтерлӗ иккен. Унӑн хуҫисем вӑл пӗр тумлам топливо та шыва юхтармасть тесе калаҫҫӗ-мӗн. Заправка топливӑпа кӑна мар, Аи-95 маркӑллӑ автобензинпа тата артезиан шывӗпе те тивӗҫтерет иккен.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |