Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +25.3 °C
Чӑн сӑмах куҫа ҫиет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Тунтикун, утӑн 8-мӗшӗнче, Республика Элтепӗре __Михаил Игнатьев__ тата Раҫҫейри патшалӑх канашлӑвӗн вӗренӳ пайӗн председателӗн ҫумӗ Алена Аршинова Шупашкарти 88-мӗш «Березенька» ача пахчине укҫа-тенкӗ тата техника енчен тивӗҫтерес тесе 500 пин тенкӗллӗ ятарлӑ сертификатпа чысланӑ. Сертификата «Ачалӑх ячӗпе, ачалӑхшӑн» ятпа ҫӳрекен ыркӑмӑллӑх марафонта пуҫтарнӑ укҫа-тенкӗрен уйӑрнӑ.

Асӑннӑ ача пахчи хӑйӗн ӗҫне 1970 ҫулта пуҫланӑ. Унтанпа вӑхӑчӗ самай иртнӗ, ҫавӑнпа та юлашки ҫулсенче учрежденине юсас, ҫӗнетес ыйту ҫивӗччӗн тӑрать иккен. Пӗлтӗр ача пахчине 250 пин тенкӗ уйӑрса панӑ пулнӑ, ҫакна пула учрежденире урай ҫӗнӗрен сарма тата ача-пӑча сӗтел-пуканӗ таврашне туянма май килнӗ. Кӑҫал хула хыснинечен ремонт ӗҫӗсем валли тата 350 пин тенкӗ уйӑрса панӑ, ку укҫана чӳрече блокӗсене улӑштарнӑ ҫӗре тата крыльца ремонтлас ӗҫе уйӑрнӑ.

Ача пахчи учрежденийӗн ертӳҫи Елена Кадирова пӗлтернӗ тӑрӑх иртнӗ кунсенче тивӗҫне сертификата вӗсем спорт площадки валли тӗрлӗ оборудовани туянма палӑртнӑ.

— Кӑҫал республика тӗп хулин ача сачӗсене юсама пӗтӗмпе 80 миллион тенкӗ уйӑрма планланӑ. Хулари 44 ача пахчине 40 ҫул каялла хута янӑ, вӗсене вара чи малтан юсама, ҫӗнӗтме палӑртнӑ, — пӗлтернӗ Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леодин Черкесов.

Алена Аршинова вара «Ача сачӗсем — ача-пӑчасем валли» ятпа ҫӳрекен парти проекчӗпе килешӳллӗн республикӑна хушма 600 миллион тенкӗ уйӑрса памалла ҫинчен хушса каланӑ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере финанс лару-тӑрӑвӗ ҫирӗпех мар. Укҫӑра перекетлӗр. Харпӑр хутшӑнура тата профессире йывӑрлӑхсем сиксе тухаҫҫӗ. Тен, юратнӑ япала ҫухалӗ. Эрне вӗҫне йӑлтах йӗркене кӗрӗ. Ырӑ ҫынсем пулӑшнипе ӑна шыраса тупатӑр. Юратнӑ ҫынпа пӗр-пӗрне ӑнланатӑр, ӑна шанатӑр. Специалистах мар ҫынсен канашне итлеме ан тӑрӑшӑр.

Ака, 20

1874
151
Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ.
1983
42
Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын