Утӑн 7-мӗшӗнче ҫуллахи сывлӑха ҫирӗплетекен «Хӗрлӗ парӑс» лагерьте тулай чӑваш ачисен кану ӑстрӑмӗ (смени) вӗҫленнӗ.
Ку уйлӑх 2005 ҫултанпа ӗҫлет, республика Элтепӗрӗ __Михаил Игнатьевӑн__ пуҫарӑвӗпе ӑна кашни ҫул ирттереҫҫӗ. Кӑҫал унта 45 шкул ачи каннӑ. Вӗсем хушшинче тӗрлӗ темӑсемпе калаҫу ирттерес тата туслӑ ҫыхӑнусем йӗркелес тӗллевпе ӑстрӑм йышне Чӑваш Енри 9 шкул ачи те кӗнӗ. Пушкӑрт тата Тутар республикинчен, Мари Элтен, Беларуҫран, ҫавӑн пекех Ӗремпур, Пенза, Самар, Сарӑту, Чӗмпӗр облаҫӗсенчен, Мускав хулинчен канма килнӗ шкул ачисем чӑваш халӑхӗн культурийӗпе, историйӗпе тата чӗлхипе ҫӗртмен 25-мӗшӗнче пуҫласа утӑн 8-мӗшччен паллашнӑ.
Уйлӑхра канакансем валли ятарлӑ «Эткер» программа хатӗрленӗ иккен. Унпа килешӳллӗн тӗрлӗ енлӗ мероприятисем ирттернӗ, ачасене паллӑ культура вырӑнӗсем тӑрӑх экскурсие илсе кайса кӑтартнӑ. Унсӑр пуҫне канакансем интереслӗ ҫынсемпе тӗл пулса калаҫнӑ, республикӑри музейӗсемпе тата предприятисемпе паллашнӑ.
Сывпулашмалли концерт хыҫҫӑн тулай чӑвашсен ачисене «Аксар» студи пулӑшнипе кӑларнӑ «Ача-пӑчасем Чӑваш Енре хӑнара» виднофильмпа тивӗҫтернӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |