__Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ__ ҫӗнӗ сезона мӗнле спектакльпе уҫассине халех палӑртса хунӑ. «Унччен нумай-ха» текенсене пӗлтерер — питех те чылай та мар. Черетлӗ сезона театр авӑн уйӑхӗнче пуҫлӗ. Куракансне ун чух вӑл Шекспирӑн «Король Лир» спектаклӗпе савӑнтарӗ. Ӑна, асилтеретпӗр, тӗнче классикине чӑвашла лартма федераци хыснинчен ҫӗнсе илнӗ 300 пин тенкӗ пулӑшнипе куракан умне кӑларӗҫ. Проектри тепӗр спектакль — «Мамаша Кураж и ее дети» пулни пирки __/news/3324.html|эпир пӗлтернӗччӗ__.
"Король Лир" пьесӑна чӑвашла "Тантӑш" хаҫат редакторӗ Владислав Николаев куҫарнӑ. Спектакле театрӑн тӗп режиссерӗ Станислав Васильев лартать. "Ку спекталкь ашшӗ-амӑшӗн инкекӗпе вӑйсӑрлӑхӗнчен ытла ҫынра ҫынлӑх арканса пыни пирки", — тесе палӑртнӑ-мӗн премьера пирки каласа кӑтартакан пресс-релизра.
Паянхи куна декорацисемпе костюмсен самай пайӗ хатӗр иккен.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |