__Ҫӗмӗрле__ хулинчи «Ылтӑн уҫӑ» ача пахчине ҫӳрекен шӑпӑрлансем ҫутҫанталӑк хӑй евӗрлӗхне хаваспах туптаҫҫӗ. «Ӑҫтан ҫил вӗрет? Мӗншӗн ҫӗр нӳрӗ» — хӑйсен воспитатӗлесене вӗсем ҫакӑн йышши ыйтусем параҫҫӗ. «Ылтӑн уҫӑ» педагогӗсем вара хуравӗсене сӑмахпа кӑна мар, куҫӑн та кӑтартса пама хатӗр — учреждени таврашӗнче ача-пӑча метеостанцийӗ ӗҫлет.
Пӗчӗк шӑпӑрлансем вара хӑйне евӗр ҫунталӑка тӗпчемелли станцире ҫанталӑк тӑрӑмне, сезон улшӑнӑвне, талӑк ритмне тата сывлӑш температурине тӗпчеҫҫӗ. Сӑмахран, ҫак кунсенче шӑпӑрлансем хӑйсем тӗллӗн ҫанталӑк шӑрӑх та уҫӑ пулнине те палӑртнӑ.
Тулта уҫӑлса ҫӳренӗ чухне метеостанцийӗ кӗрсе тухни ача-пӑчана самай хаваслантарать. Ҫутҫанталӑка пӗчӗкренех тӗпчеме вӗренни шӑпӑрлансен тавракурӑмне анлӑлатать, тавралӑха хаклама, хисеплеме вӗрентет.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |