Ҫул-йӗре юсамалли ятарлӑ планпа килешӳллӗн кӑҫал __Пӑрачкав районӗнче__ вырӑнти хытӑ ҫула 0,7 ҫухрӑмра юсама палӑртнӑ. Унсӑр пуҫне ял-хула таврашӗнчи ҫулсене 5,4 ҫухрӑм тӑршшӗ ҫӗнетмелле. Ҫак ӗҫ валли пӗтӗмешле 8 032,9 пин тенкӗ тӑкакламалла.
«Спецтехстрой» ТМЯО организацийӗ паянхи куна 0,7 ҫухрӑм тӑршшӗ ҫула юсассине вӗҫлет. Вӗсемех Пӑрачкав ял тӑрӑхӗнче 2 470 пин тенкӗлӗх Ленин, Ульянов, Шкул урамӗсенче ҫула юсанӑ.
«Пӑрачкав» КМК (ПМК) вара __Кудеиха__ ялӗнчи Октябрь урамӗнчи ҫул лаптӑкне юсанӑ. Ку ӗҫ вӗсен 273,73 пин тенкӗлӗх ларнӑ. Тепӗр предприяти — «Агрожимсервис» — __Анастасово ял тӑрӑхӗнче__ вӑй хурать, кунта вӗсем вырӑнти ҫула чул тӗпренчӗкӗсемпе сарса тухнӑ.
Район сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх ҫитес кунсенче ҫул юсавӗ районӑн ытти ял тӑрӑхӗсенче те ҫитмелле.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |