__Шупашкар__ хула администрацийӗ ҫулсерен суту-илӳ павильонӗсемпе киоскӗсене ҫӗнӗ сӑн кӗртессипе ҫанӑ тавӑрсах ӗҫлет. Кӑҫал та хула мэри ӗҫченӗсем тӗрӗслев ӗҫӗсем ирттерсе юрӑхсӑр, кивӗлнӗ сӑн ҫапнӑ объектсене палӑртнӑ.
— Шупашкар хула администрацийӗ чӗретлӗ инвентаризаци вӑхӑтӗнче киоск, суту-илӳ павильонсен хуҫисене хӑйсен объекчӗсене ҫитес вӑхӑтра тивӗҫле сӑн кӗртмелли ҫинчен асӑрхаттарнӑ, — пӗлтереҫҫӗ Шупашкар администрацийӗн пресс службийӗнче.
Хула мэри те кӑҫал киосксен ҫур пайӗ улшӑнасса палӑртать.
— Юпа уйӑхӗн 1-мӗшччен тата тепӗр 10 павильонӑн тулаш питне ҫӗнӗ сӑн кӗртме планланӑ. Шупашкар администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хушнипе хула ҫыннисемпе, хӑнисене яланах илӗртсе тӑма республика тӗп хулинче тасалӑхпа илем кӳрессипе пысӑк та пӗлтерӗшлӗ ӗҫсем пурнӑҫланаҫҫӗ.
Иртнӗ эрнере хулари 10 оъекта реконструкциленӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |