Камӑн мӗн шухӑш теҫҫӗ те, ҫаплах ӗнтӗ — кашни ҫыннӑн хӑйӗн пӑшӑрханӑвӗ-ыратӑвӗ. Чун ыратнипе тепӗр чух ҫынсем таҫта та ҫитеҫҫӗ. Ҫапла тунӑ та __Шупашкар|республикӑн тӗп хулинчи__ Ислюков скверӗ ҫумӗнчи ҫуртсенче пурӑнакансем. Ҫак эрнере вӗсем федерацин Чӑваш Республикинчи инспекторӗ Геннадий Федоров патне йышӑнӑва кайнӑ. Унта вӗсем маларах асӑннӑ скверпа юнашар теннис корчӗ тума пуҫлас хыпара пӑшӑрханса йышӑннине пӗлтернӗ. Вӗсен шучӗпе унти ҫӗре урӑх тӗллевпе усӑ курма пултараҫҫӗ. Унта та кунта суту-илӳ тата кану ҫурчӗсем уҫнӑран шикленнипе те иккӗленсе кайнӑ-тӑр-ха вӗсем. Ҫитменнине тата унта хӑпартма палӑртакан ҫурта офис валли арендӑна парасси пирки сӑмах-юмах тухнӑ имӗш. Кунсӑр пуҫне тата асӑннӑ ҫӗр лаптӑкӗ Атӑл хӗрринче вырнаҫнӑ май ҫӗр ишӗлсе пырсан корт шыва каймӗ-и тесе те шухӑшлаҫҫӗ иккен.
Геннадий Федоров вырӑна ҫитсе пӑхнӑ. Чӑн та, ҫынсем калакан лаптӑк ҫыран хӗрринче вырнаҫнӑ-мӗн. Влаҫӑн ҫынсен шухӑшне тӗпе хумаллине палӑртӑн май федерацин Чӑваш Енти тӗп инспекторӗ ҫӗрпе епле усӑ курсан аванраххине хаклама яваплӑ структурӑсене хушнӑ. Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Александр Анисимов вара асӑннӑ лаптӑкра тӑватӑ теннис корчӗ тата сахал хутлӑ администраци ҫурчӗ тума палӑртни, анчах унти пӳлӗмсене никама та тара памасси пирки каланӑ.
Федерацин Чӑваш Енти тӗп инспекторӗ патне __Ҫӗнӗ Шупашкартан__ йышӑнӑва пынӑ ҫын вара хулари экологи тӑрӑмӗшӗн пӑшӑрханнӑ. Вӗренӳ учрежденийӗсенчен пӗрин ҫывӑхӗнче ҫӳп-ҫап тӑкма пуҫланӑ имӗш.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |