Хальхи вӑхӑтра театрсем гастрольсене ҫӳреҫҫӗ тата хӗрсех ҫӗнӗ сезона хатӗрленеҫҫӗ. Пуканӗ театрӗ, ав, халӗ «Эпӗ халь телейлӗ» спектакль лартассипе ӗҫлет.
Повеҫ авторӗ — __Валентина Элпи__. Ӑна вӑл шӑп та лӑп ҫур ӗмӗр каялла ҫырнӑ. Хайлава автобиографилле тесе хаклаҫҫӗ. Унта автор хӑйӗн ачалӑхӗ, шкул ҫулӗсем тата алла пуҫласа калем тытнӑ самантсем пирки каласа кӑтартать. Премьерӑна Валентина Элпин 100 ҫулхи юбилейӗ тӗлне сцена ҫине кӑларасшӑн. Аса илтеретпӗр, паллӑ писатель 1913 ҫулта __Тӑвай районӗнчи__ __Кивӗ Пуянкасси__ ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл «Куҫса ҫӳрекен ҫурт» (1956 ҫулта пичетленнӗ), «Тинӗс чечекӗ» (1973), «Юратнӑ мӑшӑрсӑр» (1983), «Качча кайиччен» (1990), «Качча кайсан» (2002), «Пепке ҫуралсан…» (2006) тата ытти кӗнеке авторӗ.
«Эпӗ халь телейлӗ» спектакле театрӑн ӳнер ертӳҫи Юрий Филиппов лартать. Вӑл телей темине мала кӑларма шут тытнӑ иккен. Спектакльти тӗп герой пурнӑҫри кашни самантшӑн савӑнать. Хӑйне телейлӗ туйма нумай кирлӗ марскере ҫутҫанталӑкӑн пӗр вӑхӑчӗ тепринпе ылмашни те савӑк кӑмӑл парнелет иккен.
Спектакле театрӑн мӗнпур труппине явӑҫтарасшӑн иккен.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |