«Эпӗ нимрен те тӗлӗнместӗп», — теҫҫӗ вара хӑш чух теприсем. Чӑн та, нимрен те тӗлӗнмелле мар-тӑр ҫав. Акӑ, ҫакна ҫирӗплетсе паракан тӗслӗхсенчен пӗри.
__Канаш районӗнчи__ пӗр ялта пурӑнакан 35 ҫулхи хӗрарӑм ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче йӗрке хуралҫисем патне пулӑшу ыйтма пынӑ. Хайхискер хӑйне пӗрле пурӑнакан арҫын мӑшкӑллани, ҫав вӑхӑтра лешӗ пуртӑпа хӑмсарни пирки пӗлтернӗ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енти управленийӗн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, суйса евитлеме юраманни, суйсан пуҫиле майпах явап тыттарасси пирки хӗрарӑма тӗпчевҫӗсем асӑрхаттарнӑ. Анчах, эпир ӑнланнӑ тӑрӑх, лешӗ хӑйӗннех пенӗ.
Унтан… тӗпчев пуҫланнӑ. Анчах никам та никама та ирӗксӗрлеменни ҫиеле тухнӑ. Тӗпчевҫӗсем патне заявленипе пырас умӗнхи кун иккӗшӗ эрех ӗҫнӗ иккен. Ҫав вӑхӑтра арҫынӗ хӗрарӑма айккинелле чупатӑн тесе ӳпкеленӗ-мӗн. Ҫакӑн пек каланине хӗрарӑм ытла та йывӑра илнӗ курӑнать ҫав — тавӑрас тесе (кӑна хӗрарӑм каярах хӑех йышӑннӑ) йӗрке хуралҫисем патне ҫул тытнӑ.
Арҫынна кирпӗч ӑсатма шут тытнӑ хӗрарӑма халӗ хӑйне пӗр ҫуллӑха пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние ямалла тунӑ. Сӑмах май, вӑл унччен те судпа айӑпланнӑ пулнӑ иккен.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |