Эх, этемӗн ӑсӗ мӗншӗн кӑнтӑр хыҫҫӑн кӑна-ши?! __Сӗнтӗвӑрри районӗнчи__ 24 ҫулхи каччӑ халӗ ӳкӗнет пуль те, анчах чавса ҫывӑх та — ҫыртаймӑн.
Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн вӗҫӗнче вӑл 15-ри пикепе сӑра ӗҫнӗ. Ҫамрӑксен юн вӗресе тӑрать мар-и? Тата сӑри пуҫа пырса ҫапнипе те шухӑш-кӑмӑл ирӗке кайнӑ-тӑр. Хайхисем ар ҫыхӑнӑвне кӗнӗ. Ирӗксӗр мар, кӑмӑлпах. 16 ҫула ҫитичченхи ҫынпа кун пек хутшӑнура пулнишӗн пуҫиле явап тыттарасси пирки шухӑшламан пуль ҫав вӑл самантра каччӑ. Хамӑр хушӑра каласан, хӗрӗ те малтанласа шӑв-шав ҫӗклемен-ха. Медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухма пульницӑна кайсан ВИЧ-инфекцие ҫаклатни палӑрнӑ хыҫҫӑн кӑна раштав уйӑхӗнчи тӗлпулӑва аса илнӗ.
Чир ертнӗ каччӑна халӗ икӗ стаьяпа айӑплаҫҫӗ: 16 ҫула ҫитмен ҫынпа ар ҫыхӑнӑвне кӗнӗшӗн тата хӑй чирлине пӗле тӑркач теприне ертнӗшӗн.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |