Кӳршӗ-аршӑ вӗлле хурчӗ тытнине пула ҫулла пахчана кӑна мар, кил хушшине те тухаймастпӑр тесе каланине тӑтӑшах илтме тивет. Чӑн та, пӗрисем (хурт тытакансем) пылне ҫиеҫҫӗ, теприсем (вӗсен кӳршисем) вӗлле хурчӗ сырӑннипе нушаланаҫҫӗ. Кун пирки пӑшӑрханса пӗлтерекенсем __Ҫӗмӗрле районӗнчи__ __Мӑн Улхаш ял тӑрӑхӗнче__ те сахал мар-мӗн.
Кашни япалан йӗрки пулмалла. Ҫав шутра — пыл хурчӗ тытассин те. Вӗллесене кӳршӗсен чиккинчен вунӑ метртан кая мар инҫӗшре лартса тухмалла тесе ӑнлантарать __Мӑн Улхаш ял тӑрӑхӗ__. Урӑхла май ҫук тӑк вӗллесене икӗ метртан кая мар ҫӳллӗшӗнче вырнаҫтармалла е кӳршӗ-аршӑн ҫӗрӗнчен икӗ метртан кая мар ҫӳллӗш карта е ҫавӑн пек ҫӳллӗ хуралтӑ уйӑрмалла. Пыл хучӗ тытассин правилисене пӑхӑнмасан хуҫисене саккунпа килӗшӳллӗн яваплӑх кӗтет.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.10.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тани Юн, чӑваш актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Симунов Николай Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |