Чӑваш Енӗн ИӖМ служби ҫакӑн пек статистикӑпа пире паллаштарать. Чӑнахах та, шел пулин те «хӗрле автан» тухасси эрнесерен ҫирӗпленсе пырать республикӑра. Иртнӗ кану кунӗсенче те пушар виҫӗ хутчен тухнӑ имӗш.
Шӑматкун, утӑн 13-мӗшӗнче, __Хӗрле Чутай районӗнчи__ __Шулю__ ялӗн пӗр кил-ҫурт таврашӗнче пушар тухнӑ. Асӑннӑ инкек вара ҫунакан кӑмака хӗмӗнчен тухнӑ. Унтан выльӑх апатне хатӗрлемелли кивӗ сарай та хыпса илнӗ. Вутпа кӗрешекенсем пушара 20 минут хушшинче сӳнтернӗ. Анчах хуҫалӑхри сарай тӗпипех ҫунса кайнӑ.
Ҫак кунхинех Патӑрьел районӗнчи __Тутар Сӑкӑчӗ__ ялӗнче 53 ҫулхи арҫынӑн кил-ҫурчӗ ҫунма тытӑннӑ. Пируса сӳнтерме манни кил хуҫине чутах пурӑнмалли ҫуртсӑр хӑварӗччӗ — пушарпа кӗрешекенсем вӑхӑтра ҫитнипе шал енӗ ҫеҫ юрӑхсӑрланнӑ. Инкек кил хуҫине 25 пин тенкӗллӗх шырлӑх кӳнӗ.
Унсӑр пуҫне кану кунӗсенче __Комсомольски__ ҫумӗнче тепӗр пушар тухнӑ. Кунти инкек сӑлтавне вара сарайра выртакан ҫӗмрӗк скутерпа ҫыхӑнтараҫҫӗ. Ҫулӑм айӗнче асӑннӑ ҫурт-йӗр тӑрри ҫунса кайнӑ.
Чӑваш Енӗн ИӖМ палӑртнӑ тӑрӑх кӑҫал республикӑра пӗтӗмпе 576 пушар тухнӑ. Ку 2012 ҫулхипе танлаштарсан ку 10 сахалрах. Вут-ҫулӑмра 33 миллион яхӑн тенкӗлӗх (2012 ҫулта — 46 миллион тенкӗ) пурлӑх сиенленнӗ. Пушар 48 ҫын пурнӑҫне татнӑ (пӗлтер — 51). Ҫак инкексенче кӑҫал 48 ҫын сусӑрланнӑ (2012 ҫулта — 81 ҫын). Вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсем 223 ҫын пурнӑҫне ҫӑлма пултарнӑ, 341 миллион яхӑн тенкӗлӗх пурлӑха упраса хӑварнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |