Нумаях пулмасть Раҫҫей шайӗнче иртекен «Раҫҫей хӗрарӑмӗ 2013» наци конкурсӗн ҫурма финалне тухакансене палӑртнӑ. Регионсенчи финалсем утӑн 8-мӗшӗнче — Кил-йыш тата юратупа шанӑҫлӑх кунӗнче — пуҫланнӑ. Малтанлӑха ҫак ӑмӑртӑва Раҫҫейри 28 тӑрӑхӗ хутшӑннӑ — утӑн 8-14-мӗшӗсенче кашни регионта ҫӗнтерӳҫисене палӑртнӑ. Пирӗн республикӑран вара ҫурма финала __Ҫӗмӗрле__ хулин хӗрарӑмсен канашлӑвӗн пайташӗ **Татьяна Андреева** тухнӑ.
Татьяна Андреев республика чысне Раҫҫей шайӗнче иртекен ҫурма финалта хӳтӗлӗ. Финала вуниккӗн кӑна тухмаллине пӗлнӗ майӑн ӑна ҫак яваплӑ ӗҫре ӑнӑҫу сунас килет.
Конкурс ҫӗнтерӳҫине халӑх сасӑлавӗпе палӑртаҫҫӗ — вӑл авӑнӑн 2-мӗшӗнче пуҫланать те юпан 2-мӗшӗнче вӗҫленет.
«Раҫҫей хӗрарӑмӗ 2013» ӑмӑртун финалӗ вара Мускавра чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче пулӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.10.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тани Юн, чӑваш актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Симунов Николай Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |