Чӑваш Ен Элтеперӗ __Михаил Игнатьев__ паян __Куславкка районӗнчи__ ӗҫ-хӗлпе паллашнӑ. Унта вӑл экономикӑн тата социаллӑ сферӑн тӗрлӗ енлӗ пурнӑҫӗпе кӑсӑкланнӑ.
Ял хуҫалӑхне илсен, Василий Семенов фермер патӗнче пулнӑ. Пахча-ҫимӗҫ тата ҫӗрулми туса илессипе ҫине тӑракан ҫав фермер ӗҫ калӑпӑшне ҫулсерен ӳстерсе пырать-мӗн. Тепӗр хресченшӗн апат-ҫимӗҫе туса илессинчен вырнаҫтарасси хӗнтерех те, семенов фермерӑн ку енӗпе йывӑрлӑх ҫук темелле. Вӑл ӑна хамӑр тӑрӑха кӑна мар, Тутар Республикинчи тӗрлӗ хулара сутать, ҫывӑх вӑхӑтра Чӗмпӗрте те хӑйне валли ҫул уҫасшӑн.
Предприятисенчен Михаил Игнатьев «Автофургон» обществӑна та ҫитнӗ. Унта «ГАЗ», «КамАЗ», «Урал» тата «КрАЗ» машинӑсем валли ятарлӑ техника кӑлараҫҫӗ-мӗн. Продукци калӑпӑшне кӑҫалхи ҫур ҫулта 15 процент ӳстернӗ иккен.
Социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объектсенчен Михаил Васильевич __Тӗрлемесри__ вӑтам шкулта пулнине палӑртмалла.
Республика Пуҫлӑхӗн ӗҫлӗ ҫулҫӳревне район хастарӗсемпе ирттернӗ пуху вӗҫленӗ.
__http://www.cap.ru/info.aspx?gov_id=49&type=top&id=2569422|**Сӑнсем**__ (27)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |